Комсомольский муниципальный округ

Кирлĕ професси суйламалла

Профессие суйласси - çамрăкăн пурнăçĕнчи малашнехи çула палăртакан чи яваплă самантсенчен пĕри. Çавна май, тĕп библиотека ĕçченĕсем, шкул ачисене профессие суйлама пулăшас тĕллевпе, профориентаци темипе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.Çамрăксем час-часах ĕç суйласа илессипе иккĕленеççĕ, çавăнпа та вĕсене информаци кирлех.

Профориентатор-волонтерсен "Твой выбор профессии" республикăри акци пынă май районти тĕп библиотекăра "Дорога, которую мы выбираем" темăпа професиссен кунĕ иртрĕ.

Мĕншĕн професси суйласси çав тери йывăр утăм? Профессие пĕрре çеç суйлаççĕ тени тĕрĕс-ши? Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене шкул ачисем библиотека ĕçченĕсем "В поисках призвания" курав пирки каласа панă чухне пĕлме пултарчĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем "Все профессии важны" профессисен аукционне хутшăнма пултарчĕç. Унта вĕсем ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, профессисемпе, вĕсен аталанăвĕпе паллашрĕç. Ачасем "Защита профессий", "Эрудит", "Кто перед тобой?", "Профессия или должность" конкурс тĕрĕслевĕсенче те палăрчĕç.

Ачасем пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илессе шанатпăр.

И.ЯНДРОВА



"Каçал Ен"
31 октября 2015
10:15
Поделиться
;