Комсомольский муниципальный округ

Профориентаци эрни иртрĕ

Иртнĕ эрнере Асанкасси вăтам шкулĕнче профориентаци эрни иртрĕ. Мероприятие вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.

Эрнелĕхĕн пĕрремĕш кунĕнчех 7-мĕш класра вĕренекенсем тĕрлĕ професси пирки каласа пачĕç. Çавăн пекех вăйăсем, викторина, калаçу сехечĕ йĕркелерĕç. Ачасене кăсăклантарс тесе шкулта ỹкерчĕксен, сăнỹкерчĕксен, сочиненисен конкурсĕсем иртрĕç. Вĕренекенсем пур конкурса та хастар хутшăнчĕç.

Шăматкун вара "Манăн професси - журналист" презентаципе кăсăклансах паллашрăмăр. Унта 7 тата 9 классенче пĕлỹ пухакансем хастар хутшăнчĕç. Вĕсемпе Анастасия Коновалова корреспондент тĕл пулчĕ. Вăл Шупашкарта тухса тăракан "Про город" хаçатра вăй хурать. Ачасем журналист профессийĕ пирки ыйтса пĕлчĕç, нумай ыйту пачĕç. Тĕл пулăва килнĕ ачасем калаçу çав тери интереслĕ иртнине, вăл кирлине палăртса хăварчĕç. Тен, хăшĕ-пĕри асăннă профессие суйласа илĕ те.

Профориентаци эрнелĕхĕ çав тери хаваслă иртрĕ. Ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç. Эпĕ те пулас профессие палăртса хутăм.

С.ХРОМОВА,

9-мĕш класра вĕренекен.

РЕДАКЦИРЕН: эпир ытти шкулсенчен те тĕрлĕ темăсемпе хыпарсем кĕтетпĕр. Сăнỹкерчĕксен, сочиненисен конкурсĕнче палăрнисен ĕçĕсене хаçатра курасшăн. Сиртен çырусем кĕтетпĕр.



"Каçал Ен"
31 октября 2015
10:17
Поделиться
;