Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Енри кайăксем Ньюкасл тата микоплазмоз чирĕсенчен шар кураççĕ

Россельхознадзорăн республикăри управленин интерактивлă йышăнăвне килнĕ - кайăксем çынсемшĕн мĕнпе хăрушă пулма пултарассипе çыхăннă - ыйту ахальтен çуралман паллах. Ача-пăча уйрăмах кăвакарчăнсене алăран çитерме те хăрамасть, çавăнпа ашшĕ-амăшĕ шикленет те.

Анчах та Чăваш Енрен лабораторие ăсатнă 133 пробăран 33-ĕшĕнче микоплазмоз геномне тупса палăртнă, 15-ĕшĕнче - Ньюкасл чирне. Вăрнар тата Шупашкар районĕсенче тытнă кăвакарчăнсем микоплазмозпа чирленĕ иккен. Ньюкасл чирĕпе Шупашкар районĕнчи кайăксем аптăранă.

Чăннипе, Ньюкасл чирĕн вучахĕ ирĕкри кайăксем хушшинче кăна мар, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхра та тухма пултарать. Темиçе çул каялла Улатăр районĕнче пĕр хуçалăх кăвакарчăнĕсем çак амакпа аптраса ỹкни пирки çырнăччĕ те. Специалистсем каланă тăрăх, Ньюкасл чирĕ çынна лекме пултарнипе те хăрушă шутланать.

Чир питĕ хăвăрт аталанать. Кайăксем çиме пăрахаççĕ, вар витти аптратать вĕсене, сỹрĕк те мăран пулса каяççĕ, хăш-пĕр кайăк айăккăн выртать, сив чир паллисем пулаççĕ. Кĕлетке температури чакать, сăмсинчен темле шĕвек юхма тытăнать.

Çын вирус куç конъюктивне лексен аптраса ỹкет тата, паллах, ветеринарипе санитари нормисене тата гигиена ыйтăвĕсене пăхăнманнипе чир çаклатма пулать, инфекциллĕ япала урлă та амак лекеет.

Микоплазмоз чирĕ те çăмăллăнах сарăлать: апат, шыв, инвентарь, каяш урлă. Кайăксен сăмсинчен малтанах темле шĕвек, тепĕртакран пỹр-сур юхма пуçлать, çăварĕнче желе евĕрлĕ шĕвек пухăнса каять, шавлăн сывлать, йывăрăшĕ чакать тата сахалрах хускалма тытăнать.

Тепĕр чухне кайăк уксахлама тытăнни микоплазмоз палли пулма пултарать. Хăш-пĕр чухне чир паллисем палăрмасан та пултараççĕ, анчах та кайăк тăруках юнлă ỹсĕрме пуçлать, вăл нумаях пурăнаймасть те.

Палăртмалла, анализсене ирĕкри кайăксенчен илнĕ. Анчах та хуçалăхсен сисчĕвленме, чăнах та, сăлтав пур. Сыхлăх пирки пур чухне те ас тумастпăр çав. Акă сăмахран, Çĕрпỹ районĕнче пĕр фермера штрафламах тивнĕ. Вăл экзотика кайăкĕсене хăй хуçалăхне илсе килнĕ. Анчах та профилактика карантинĕ пирки маннă пулас - павлинпа фазансем пуллороз, туберкулез тата ерекен ытти чирсемпе аптăраманнине тĕпчеттермен. Вĕсем чирлĕ пулнă тăк килти чăх-хурсăр тăрса юласси куç кĕрет.

"Сыхланни сипленнинчен йỹне ларать", - тесе калани чăнлăх пулнине сăмах вĕççĕн каланипех ĕненесчĕ, чир-чĕре пĕтерме тем чухлĕ укçа тăкакланнă хыççăн тин кăна мар.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ



"Каçал Ен"
03 ноября 2015
15:55
Поделиться
;