Комсомольский муниципальный округ

Профессисен тĕнчинче

Пурнăçра кашни çын тĕрĕс професси суйласа илме тăрăшать. Çак суйлавран вара унăн малашнехи пурнăçĕ те килет. Пулас ĕçе мĕнле суйласа илмелле? Библиотека ĕçченĕсем вулакансене кĕнеке тĕнчи урлă профессисен тĕнчине уçса пама тăрăшаççĕ.

"Твой выбор профессии" волонтер-профориентаторсен республикăри акцине тĕпе хурса районти ача-пăча библиотекинче "Профессисен тĕнчинче" темăпа информаци кунне ирттерчĕç. Ачасем вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕрекенсем валли хатĕрленĕ справочниксемпе тата хаçат-журнал публикацийĕсемпе паллашрĕç. Библиотекарь вара тĕрлĕ литературăна тишкерсе пачĕ. Ачасем хăйсем пĕлекен профессисене аса илчĕç, ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçленине пĕлтерчĕç, ăçта вĕренме кайма хатĕрленнипе паллаштарчĕç. Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ "Угадайте, какая профессия у человека" викторинăна та активлăн хутшăнчĕç.

Е.ПРОКОПЬЕВА,

библиотекарь



"Каçал Ен"
03 ноября 2015
15:53
Поделиться
;