Комсомольский муниципальный округ

Таисия Совина: "Мана пирĕшти упрать"

 "Халăх тăшманĕ", "халăх тăшманĕн çемйи", "халăх тăшманĕн ачи"... Мĕн чухлĕ çемьене пăтратнă пуль, мĕн чухлĕ çын шăпине хуçнă пуль çак сăмахсем. Çĕршывра репрессисем пынă вăхăтсене аса илсен йывăр хĕн-хура чăтса ирттернĕ çынсен халь те чĕрисем юнпа пĕвенеççĕ. Уйрăмах çак синкерлĕ хура-шур "халăх тăшманĕн ачи" ята илтнĕ, ашшĕ-амăшне арестленине хăйсен куçĕпе курнă ачасен çамрăк, çирĕпленсе çитме те ĕлкĕреймен чунĕсене амантса хăварнă.

Вăхăт сарăхтарнă кивĕ сăнỹкерчĕк çинче Мамуткинсен çемйине сăнланă: амăшĕ (Анна Михайловна) тата унăн çичĕ тĕпренчĕкĕ. Вĕсенчен пĕр хĕрачи - Комсомольски çыннисем лайăх паллакан Таисия Борисовна Совина. Шăпах Таисия Борисовна эпир, хальхи ăрусем, курман-пĕлмен самана çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Унăн ашшĕ, Борис Семенович, райсельхозотделта хурт-хăмăр пăхас енĕпе инструкторта ĕçленĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă. Мамуткинсем тĕреклĕ çемьесен шутĕнче пулнă. Тивĕçлĕ ĕçлесе пурнăç тăвакан мăшăр суя элеке пула киле хуйхă пырса кĕрессе шухăшлама та пултарайман. Çемье пуçне арестлесе Улатăра вăрман касма тытса кайнă. Комсомольскине допроса илсе килнĕ чухне те вăл çемйине урам урлă çеç курма пултарнă. Ачисене воспитани парасси, çемьене, хуçалăха тытса тăрасси пĕтĕмпех Анна аппан черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Çапах хĕрарăм парăнман. Вăл ачисене выçă лартман. Кун каçа ырми-канми ĕçленисĕр пуçне çĕрĕ-çĕрĕпе çĕвĕ çĕленĕ. Кил картинче ĕне пулни те Мамуткинсене пурнăçа саплаштарма самаях пулăшнă. Таисия Борисовна аса илнĕ тăрăх, амăшĕ ачисене ирлĕ-каçлă кашни кунах пĕрер курка сĕт ĕçтернĕ. Ачисем те, тăрăшуллăскерсем, амăшне вăй çитнĕ таран пулăшнă. Тая çиччĕ тултарнă çул, туман айăпа йышăнтарасшăн асаплантарнине чăтаймасăр, ашшĕ вилнĕ. Борис Семеновича тăван яла илсе килсе çын евĕрлĕ пытарма та ирĕк паман.

Укçа-тенкĕ çитменнине пула шкула каяссипе те йывăрлăх сиксе тухнă. Çут тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Вĕренме ăнтăлакан ачасене ял Совечĕ справка çырса парса тỹлевсĕр вĕренмелле туни сывлăш çавăрма панă. Таисия пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пынă. Тăрăшулăхне кура, аслашшĕ вилсен шкула çỹреме пăрахма тивнĕ саккăрмĕш класс хĕрачине класс руководителĕпе пĕр класра вĕренекенсем килне пырсах чĕннĕ. А.П. Кокоревăпа Ю.А. Коновалова учительсем урине тăхăнмалли нимĕн те çук пирки çăпата та илсе панă.

Ĕмĕрĕнче темле йывăрлăх витĕр тухнă пулсан та вăл паянхи кун та пурнăçа юратса, çынсене ырă сунса йăл кулăпа пурăнать. "Манăн пирĕшти яланах пĕрле çỹрет, мана упрать", - тет сакăрвунă çул урлă каçнă Таисия Борисовна.

Чăннипех, самана хĕн-хурне чăтса ирттернĕ çынсем мораль тата кăмăл-сипет енчен тĕлĕнмелле çирĕп те таса. Çак хăйсен айăпĕпе мар айăпланнă ăру çын чăтайми нушасене чăтса ирттерсе те чĕркуçленмен, мĕскĕнленмен, çынлăха, ырă кăмăллăха çухатман. Вĕсем тăван çĕршыва юратаççĕ. Чун ыратăвĕ çеç лăпланмасть.

С.ЕФИМОВА



"Каçал Ен"
03 ноября 2015
15:56
Поделиться
;