Комсомольский муниципальный округ

Мускав урамĕпе - алла-аллăн

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Раççейре, районта, республикăра, унăн тулашĕнче пурăнакансем Халăх пĕрлĕхĕн кунне анлă паллă турĕç.

Ăна 2005 çултанпах уявлатпăр пулин те, сумĕ кашни çулах ỹссе, çирĕпленсе пырать. Сăмахран, кăçал Чăваш Енри 200 ытла çынран тăракан делегаци Мускав хулине кайса килнĕ. Çул çỹреве ЧР Культура министерстви йĕркеленĕ. Унта Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Делегаци Мускав хулинчи Хĕрлĕ площадьре йĕркеленĕ митинга, "Эпир пĕрле!" акцие хутшăннă. Вĕсем Раççейĕн, Чăваш Республикин ялавĕсене, транспарантсене йăтса юрласа Тверь ура-мĕпе мăнаçлăн утнă. Хăйсем çеç мар, ытти регионсенчен килнисемпе пурте пĕр йыша пухăнса юрланă, ташланă. Çакă çĕршывра тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе, пĕр-пĕрне сума суса пурăннине çирĕплетет.

Уяв чăннипех те çỹллĕ шайра, ĕмĕрлĕхе асра юлмалла иртнине çав кун акцие хутшăннă çынсем çирĕплетеççĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш, "Уяв" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Зинаида Алексеевна Козлова та пулнă.

- Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансем Мускав хулинче паллă туни - пирĕн туслăх çирĕп пулнине, Раççейре тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннине палăртакан пулăм. Кун пек уявра пулса курнине ас тумастăп. Вăл чăннипех те тĕлĕнмелле чаплă иртрĕ. Эпир, республика делегацийĕ йышĕнче кайнисем, чăваш тумĕсемпе, ялавĕпе, транспарантсемпе Тверь урамĕпе иртрĕмĕр. Чуна хускатакан юрăсем шăрантартăмăр. Пирĕн кĕвĕпе Кавказ артисчĕсем лезгинка ташлани чĕрене пырса тиврĕ. Чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ, удмурчĕ, ирçи - пурте пĕр йыша пухăнса савăнтăмăр. Чăваш Енрен кайнă делегаци чи йышли пулнине те палăртма кăмăллă. Чăвашсене аякранах паллани, çынсем республика ялавĕн пĕлтерĕшĕпе кăсăкланни, пире алă çупса саламлани паянхи кун та куç умĕнче. Чăвашсене Мускавра чăннипех те лайăх пĕлеççĕ иккен. Чи асра юлнă самантсенчен пĕри вăл - Раççейĕн виçĕ тĕслĕ пысăк ялавне илсе тухни, ăна митинга хутшăнакан кашни çын тытса пăхни, алла илни. Вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи тата мĕн пултăр. Пирĕн туслăх ĕмĕре пытăр! - терĕ савăнса, хăпартланса Зинаида Алексеевна.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
07 ноября 2015
10:38
Поделиться
;