Комсомольский муниципальный округ

Пĕрлĕхре - пирĕн вăй

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, Йăлмахвари ял библиотекинче ачасем хушшинче "Пĕрлĕхре - пирĕн вăй" ятлă мероприяти иртрĕ. Чи малтанах ачасене культура çурчĕн ертỹçи Р.В. Смирнова уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Пирĕн республикăра 128 наци çынни туслă та килĕштерсе пурăнни çинче чарăнса тăчĕ.

Библиотека ĕçченĕ А.Г. Ефремова ачасене уяв ячĕпе хатĕрленĕ электронлă презентаципе, çавăн пекех кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

Мероприятие малалла тăснă май Л.М. Абусева ветеран-вĕрентекен ачасене пĕр-пĕрин хушшинче туслă пулмаллине аса илтерчĕ.

Уява пухăннисене пĕртăван Сильевасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Татьяна виолончельпе тĕрлĕ кĕвĕ каларĕ, çав кĕвĕсемпе вара йăмăкĕ Мария ташларĕ. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

А.ЕФРЕМОВА,

библиотекарь



"Каçал Ен"
07 ноября 2015
10:33
Поделиться
;