Комсомольский муниципальный округ

Библиотекарьсем семинара хутшăннă

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра вулава аталантарас ыйтупа республикăри семинар иртрĕ. Семинара йĕркелекенсем - Чăваш Республикинчи Наци тата Л.Н.Толстой ячĕпе хисепленекен библиотекисем. Семинар ĕçне Комсомольски, Канаш, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи библиотекарьсем хутшăнчĕç.

Хăнасене библиотека ĕçченĕсем хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç, хăйсен кулленхи ĕçĕпе, куравĕсемпе паллаштарчĕç. Мероприятие тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова уçрĕ. Вăл 2015 çулта пурнăçланă чи тухăçлă проектсем çинче чарăнса тăчĕ.

Чăваш Республикинчи Л.Н.Толстой ячĕпе хисепленекен библиотекăн специалисчĕсем Ольга Соколовăпа Николай Парахин практика семинарĕ ирттерчĕç. Вĕсем куç курманнисем валли ятарлă кĕнекесемпе, компьютерпа, телефонпа усă курмалли мелсемпе паллаштарчĕç.

Чăваш Наци библиотекин методисчĕсем М.Карамаева, А.Николаева библиотекарьсене çулсерен памалли отчетăн çĕнĕ формипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Н.Галкина библиотекарь фондпа тата каталогпа пĕлсе ĕçлесси çинче чарăнса тăчĕ.

Поэт, прозаик, Чăваш Республикин Писателĕсен союзĕн членĕ, Эмине тата А.Талвир премийĕсен лауреачĕ Любовь Петрова тата Эльвира Соловьевăпа ирттернĕ тĕл пулу яланлăхах асра юлĕ. Ачалăх, юрату, анне çинчен çырнă сăвăсемпе юрăсем пурне те тыткăна илчĕç. Авторсем библиотекарьсене ăшă та ырă туйăмсем парнелерĕç. Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисемпе тĕл пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен семинара хутшăннисем ĕçе пĕтĕмлетрĕç, çакăн пек тĕл пулусем тăтăшах ирттернин витĕмĕ пуррине палăртса хăварчĕç.

И.ЯДРОВА



"Каçал Ен"
14 ноября 2015
09:36
Поделиться
;