Комсомольский муниципальный округ

Кальян туртни сывлăхшăн сиенлĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енре кальян туртнисен сывлăхне сыхлассипе уйăхлăх старт илчĕ. Вăл декабрĕн 10-мĕшĕччен пĕтĕм республикипех иртĕ. Çакна тĕпе хурса ноябрĕн 10-мĕшĕнче республикăра ятарлă видеоканашлу йĕркелерĕç. Унта влаç органĕсен, муниципалитет представителĕсем, тухтăрсем хутшăнчĕç. Çак йышра пирĕн район больницин тĕп врачĕ В.Озерова та пулчĕ. Канашлăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова уçрĕ. Ведомствăсем хушшинчи плансем тăрăх йĕркелекен мероприятисем, туртмалли хутăшсемпе кальянăн медицина енчи сиенĕ, республикăра сиенлĕ йăласемпе еплерех кĕрешни пирки "çавра сĕтел" хушшинче влаç органĕн тата общество организацийĕсен представителĕсем каласа пачĕç.

Татьяна Богданова республикăри уйăхлăха кальян туртассипе саккуна улшăнусем кĕртес тата унăн сиенĕ пирки халăха пĕлтерес тĕллевпе ирттернине пĕлтерчĕ.

Тахçанах паллă, туртни чĕре тымарĕсен системин чирĕсене пуçарать. Туртма чаракан нумай нормативлă право акчĕсем кăларнă. Анчах та юлашки çулсенче саккунпа туртма чарман хутăшсене туртасси анлă сарăлнă, пĕлтернĕ министр çумĕ. Ку вара, шел пулин те, çамрăксем хушшинче ытларах сарăлнă. Халĕ ресторансемпе кафесенче хăнасене кальян туртма сĕнеççĕ.

Сăмах май, кальян çыннăн организмне сигаретран та нумайрах сиен кỹнине тухтăрсем тахçанах çирĕплетнĕ. Ирина Булыгина психиатр-нарколог палăртнă тăрăх кальян сĕнекен кафесенче кислород çителĕксĕр. Сĕрĕм газĕ, чи пĕрремĕшĕнчен, тĕп нерв системине сиен кỹрет. Ку вара тăна çухатни, пуç ыратни, психика енчи кăлтăксем патне илсе çитерет. Çавăнпа пĕрлех кальян туртнă вăхăтра организма туберкулез, герпес тата ытти инфекци чирĕсене хускатакан, иммунитета хавшатакан микробсем куçма пултараççĕ.Чылайăшĕ табаксăр туртмалли хутăшсем сиенсĕр тесе шутлаççĕ. Вĕсем йăнăшаççĕ, унта наркăмăшлă хутăш нумай.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин суту-илỹпе пулăшу сферине йĕркелесе тăракан сектор заведующийĕ Имма Иванова та çамрăксем кальян туртни сиенсĕр тесе шутланине сивлет. Вăл "Здоровая Чувашия" медицина порталĕнче ирттернĕ социологи ыйтăмĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшỹллĕн 200 респондентран 28,8 проценчĕ кальян, 13,7 проценчĕ сигарет туртаççĕ, 12 проценчĕ кальян сывлăхшăн сиенлĕ мар тесе шутлаççĕ.

Чăваш Республикин ШĔМĕн обществăлла йĕркене сыхлакан Управленийĕн уйрăм начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ -Сергей Селезнев çынсене саккуна пăснине пĕлсессĕн право хуралĕн органĕсене пĕлтерме ыйтрĕ. Енчен те экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ туртакан хутăшсенче табак пуррине палăртсан предпринимательсене административлă йĕркепе е уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Çавăнпа пĕрлех Сергей Павлович кăçал административлă йĕркене пăснă 759 тĕслĕхпе явап тыттарнине каласа хăварчĕ. Ку вара пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах.

Уйăхлăх вăхăтĕнче йĕркелеме палăртнă мероприятисен планне виçĕ пая пайлама пулать: туртмалли хутăшсене сарнине тĕрĕслесе тăрасси, халăх хушшинче информаципе ăнлантару ĕçĕсем ирттересси тата çул çитмен ачасен кану вăхăтне йĕркелесси. Çавăн пекех плана туртнин сиенĕ пирки хатĕрленĕ информаци материалĕсене сарассине, кальян сĕрĕмĕнчен тата кальянсене туртнă хыççăнхи сиенĕ пирки "хĕрỹ лини" йĕркелесси, правăна пăснине тупас тĕллевпе çамрăксем пуçтарăнакан вырăнсене тĕрĕслевсемпе çитессине кĕртнĕ.

Сывлăха упрас тĕллевпе ноябрĕн 16-22-мĕшĕсенче республикăра сывă ỹпке эрнелĕхĕ иртет. Çак вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери туртма пăрахакансен кунĕнче, ноябрĕн 21-мĕшĕнче "Тухтăрпа - уçăлма" акци йĕркелеме палăртнă.

Видеоканашлура хумхантаракан нумай ыйтăва хускатрĕç. Кальян туртни çав тери сиенлĕ йăла. Çак тĕллевпех пирĕн районта та тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса шанатпăр.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
14 ноября 2015
09:33
Поделиться
;