Комсомольский муниципальный округ

Ноябрĕн 18-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

Юнкун районта, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕп тема - 2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне ирттересси.

Унпа пĕрлех информаци кунĕнче 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли куна йĕркелессипе паллаштарĕç. Кĕркуннехи - хĕллехи вăхăтра пушартан сыхланса хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, 2016 çулта Ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем мĕнле пынине те информаци кунĕнче сỹтсе явĕç.

Пирĕн района çав кун Шупашкартан информаци ушкăнĕ килет. Йышра - Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В.Н. Иванов, "Слава картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ А.П. Капитонов, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И. Михайлова.

Районта пурăнакансем тĕрлĕ ыйтупа вĕсем патне йышăнăва килме те пултараççĕ.



"Каçал Ен"
14 ноября 2015
09:30
Поделиться
;