Комсомольский муниципальный округ

Фестивальтен дипломпа таврăннă

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче республикăри шкул çулне çитмен ачасен "Хунав" халăх фестивалĕ иртнĕ. Фестиваль тĕллевĕ - ачасене наци культурипе, халăх йăли-йĕркипе паллаштарас ĕçе педагогсене явăçтарасси.

Асăннă фестивале районти ача сачĕсене çỹрекен шăпăрлансем тата воспитательсем те хутшăнтăмăр. "Колосок" ача садне тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ çумĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăна çỹрекен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тăрăшни, ачасене юрра-ташша вĕ рентни сая каймарĕ. "Колосок" ача сачĕн воспитанникĕсем "Илемлĕ чăваш юрри" номинацире 3 степеньлĕ Диплома тивĕçрĕç. Ачасем вун тăхăр коллектив хушшинче палăрма пултарчĕç. Варя Кокшина, Даша Жукова, Егор Тумаланов, Максим Артемьев чăваш юррине чăннипех те илемлĕ шăрантарчĕç. Çавăн пекех Виктория Степанова "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ" номинацире виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Ачасем республикăри конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне лекни - чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Шăпăрлансем те, Л.Насертдинова воспитатель, А.Кислякова музыкант та сахал мар тăрăшни куç кĕрет. Фестивальте палăрни пĕчĕкскерсемшĕн - чи пĕрремĕш çитĕнỹ. Ун пек çĕнтерỹсем вĕсен пурнăçĕнче татах та пулччăр.

Н.СЕРГЕЕВА,

"Колосок" ача сачĕн воспитателĕ



"Каçал Ен"
21 ноября 2015
15:06
Поделиться
;