Комсомольский муниципальный округ

Республикăмăрти халăхсен портречĕ

Чăваш Республикинче 10 ытла наци пурăнать: халăхăн 67,7 проценчĕ - чăвашсем, 26,9 проценчĕ - вырăссем, ыттисем тутарсем, мордвасем, украинсем, марисем, белоруссем... Анчах та эпир Чăваш çĕрĕнчи халăхсен кун-çулне, йăли-йĕркине, ĕненĕвне пĕлетпĕр-и-ха? Çак пĕлменлĕхе пĕтерме Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярпа тухнă "Этнокультурный портрет Чувашской Республики" кăларăм пулăшатех.

Кĕнекере - историпе этнографи очеркĕсем. Авторĕсем - истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П. Иванов тата истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.Б. Матвеев.

Кĕнеке Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх Канашĕн йышăнăвĕпе тата Федерацин "Раççей культури (2012-2018 çулсем)" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн Пичетпе массăллă коммуникацисен Федераци агентстви укçа-тенкĕ парса пулăшнипе тухнă.



"Каçал Ен"
21 ноября 2015
15:08
Поделиться