Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕ-амăшĕн республикăри пухăвĕ

 Ноябрĕн 26-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 18 сехетре Чăваш Республикин Вĕренỹ министерстви видеоконференци мелĕпе ашшĕ-амăшĕсен республикăри пухăвне ирттерет.

Пухура 2016 çулта йĕркелекен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тата 9-мĕш класс хыççăн патшалăх пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ пирки ыйтса пĕлме пулать. Унпа пĕрлех 2015 çулхи вĕренỹ пахалăхĕн наци тĕпчевĕсен кăтартăвне тата 2016 çулхи малашлăха сỹтсе яваççĕ. Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕрĕслев ĕçĕсем ирттересси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулĕ.

Ашшĕ-амăшĕсем канăçсăрлантаракан ыйтусене маларах http://ege21.ru/forum/сайтри форума яма пултараççĕ. Чи çивĕч ыйтусене пухура сỹтсе яваççĕ.



"Каçал Ен"
25 ноября 2015
09:00
Поделиться
;