Комсомольский муниципальный округ

Хисеп туни паха

Юнтапа ялĕнче пурăнакан Мария Степановна Степанова ноябрĕн 17-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Ĕçпе вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин янă салам открытки те юбиляр патне çитнĕ, ăна вуласа панă.

- Ватă çынсене, çĕнтерĕве туптанисене, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнисене, ырми-канми тăрăшнисене хисепленĕшĕн, саламланăшăн тавах. Сирĕн пурнăçра яланах мирлĕ тỹпе пултăр, телейлĕ пурăнăр, - пехилленĕ хăйне саламланăшăн Мария Степановна.

95 çул тултарнă пулин те, кинемей вăрçă çулĕсене, тылра ĕçленĕ тапхăра лайăх ас тăвать. Колхозра ĕçленĕ вăхăта куççуль витĕр аса илет. Мария Степановна Мускав хулинче ВДНХ-ра выставкăра пулнине те савăнса каласа панă. 95 çул пурăнакан ватă пурнăçĕнче телейĕ те, хура-шурĕ те нумай пулнă. Апла пулин те, вăл пурнăçа нихăçан та ỹпкелемест. Нумай çул пурăннăшăн Турра тав тăвать.



"Каçал Ен"
25 ноября 2015
08:57
Поделиться
;