Комсомольский муниципальный округ

"Хĕллехи фантази" конкурс

Литература çулталăкне, Çĕнĕ çула тата Раштав уявĕсене халалласа районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ "Хĕллехи фантази" конкурс ирттерет.

Асăннă конкурса тăратнă ĕçсене çак номинацисемпе хаклаççĕ: -

ỹнер искусстви (хĕллехи тавралăх, хĕллехи юмах теми, А3 тата А4 форматпа Çĕнĕ çул, раштав сюжечĕ);

- хĕлпе çыхăнтарса усă курса ăсталанă тĕрлĕ япаласем тăвасси;

- альтернативлă чăрăш (чи оригиналлă альтернативлă чăрăш, наци йăлисемпе усă курса ăсталанă чи лайăх чăрăш, чи лайăх реклама чăрăшĕ).

Ĕçе 50-300 сантиметр калăпăшпа хатĕрлеме пулать, кашни ĕç çине авторăн ятне, организаципе ертỹçине палăртмалла.

Конкурса пĕр çынах темиçе номинаципе хутшăнма пултарать.

Ĕçсене 2015 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕччен районти "Çĕр тата çынсем" музее илсе çитермелле. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене дипломсемпе, грамотăсемпе тата сертификатсемпе чыслĕç.

А.ПОЛЯКОВА



"Каçал Ен"
25 ноября 2015
08:30
Поделиться
;