Комсомольский муниципальный округ

Тăлăхсене - тимлĕх

Чăваш Енре "Çĕнĕ çул - çĕнĕ çемьере" акци каллех вăй илнĕ. Ăна çулсерен ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Акци чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 15-мĕшĕччен иртет. Ăна ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркелет.

Акципе килĕшỹллĕн, аслисем ача çуртĕнчи шăпăрлансене каникул вăхăтĕнче çемьене илме пултараççĕ. Вĕсем çапла майпа Çĕнĕ çула çĕнĕ çемьере кĕтсе илеççĕ.

Ачана çемьене вăхăтлăх илес тесен вырăнти опекăпа попечительлĕх органĕсене çитмелле, кирлĕ документсем пухмалла.

Ачасем хăйсене каникул вăхăтĕнче çемьене илессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хальлĕхе 143 ача Çĕнĕ çула çĕнĕ çемьере кĕтсе илме хатĕрленет.



"Каçал Ен"
25 ноября 2015
09:01
Поделиться
;