Комсомольский муниципальный округ

Анне - кил ăшши

Пирĕн çĕршывра чỹк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Аннесен кунне паллă тăваççĕ.

Асанкасси ял çыннисем чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç. Культура çурчĕн ертỹçи Елена Маштанова куракансене уявпа ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ачасенчен пархатар сунчĕ. Уява телей кайăкĕ аист та килсе çитрĕ, кỹме çине тин "çуралнă пепкене" хурса хăварчĕ. Паллах, çут тĕнчене вĕсен тĕпренчĕкĕсем килни - амăшĕсемшĕн чи пысăк телей. Концертра тĕрлĕрен юрă-кĕвĕ, сăвăсем, сценкăсем пулчĕç. Хĕрачасен ушкăнĕ хĕвелтухăç ташшисемпе савăнтарчĕ. Куракансене уйрăмах "Анне", "Ах, какая мама", "Мамы роднее нет", "Мамочка моя" юрăсем кăмăлне кайрĕç. "Чăнкă чăваш бабкисене" те куракансем тăвăллăн алă çупрĕç.

Хăйсен ачисен пултарулăхĕнчен амăшĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Вĕренекенсем хăйсен аллипе амăшĕсем валли ăсталанă парнешĕн те хăнасем питĕ савăнчĕç.

Çак кун культура çурчĕн фойинче "Анне - çутă хĕвел" сăн ỹкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ.

Юлашкинчен Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ Анатолий Иванович Филиппов ăшă та савăк кăмăл парнеленĕшĕн тав турĕ, малалла та ĕçлеме чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ.

О.КОПТАШКИНА



"Каçал Ен"
02 декабря 2015
15:51
Поделиться
;