Комсомольский муниципальный округ

Михаил Бабич - Чăваш Енре

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа республикăра малта пыракан предприятисенчен пĕринче - "ВНИИР" акционерсен уçă обществинче пулнă.

Ертỹçĕсем унта "АБС Электро" холдинг таварĕсемпе кăсăкланнă. "АБС Электро" президенчĕ Ненад Попович холдинга кĕрекен предприятисем электроэнергетика, ЖКХ, газ, нефть промышленноçĕсем валли тĕрлĕ тавар туса кăларнине палăртнă.

Çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи еплерех пурнăçа кĕрсе пынине Михаил Бабич тĕрĕслесех тăрать. Вăл асăннă программа Шупашкарта мĕнлерех пурнăçланнипе кăсăкланса Б.Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртăн 2 корпусри хваттерсемпе паллашнă.

Çавăн пекех ЖКХ пайне хĕллене хатĕрлесси, çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи пурнăçа кĕни, тăлăх ачасене лайăх çуртсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе Михаил Бабич ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

"Çĕршыври экономика йывăрлăхне пăхмасăрах, граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарас тĕллевпе йышăннă патшалăх программине туллин пурнăçламалла", - тенĕ Михаил Бабич. Паянхи ЖКХ ыйтăвĕсем, тăлăх ачасене, авариллĕ çуртсенче пурăнакан граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе çыхăннă ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, Раççей Федерацийĕн строительство министрĕн çумĕ Андрей Чибис, федерацин влаç органĕсенче тăрăшакансем, Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсен ертỹçисем, строительство тытăмĕнче вăй хуракансем хутшăннă. Çакăн пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕнче палăртса хăварнă. "Ресурссене тупассишĕн кăна тăрăшмалла мар, кирлĕ пек хакпа çуртсене хăпартма майсем шырамалла. Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре лару-тăру питĕ аван", - тенĕ сумлă хăна. "ЖКХ пайне хĕллене хатĕрлесси, граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарасси, тăлăх ачасене лайăх çуртсемпе тивĕç-тересси - çав тери актуаллă ыйтусем. Пирĕн халăхăн кăмăлĕ пĕтĕмпех социаллă ыйтусене мĕнле пурнăçланинчен килет", - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç 2008 çултан тытăннă. Юлашки икĕ çулта 5100 çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. 2015 çул вĕçленнĕ тĕлне ку кăтарту 6200 çынпа танлашасси те паллă. "Чăваш Республикинче палăртнă программа 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пĕтмелле. Чăваш Енре федераци саккунĕсемпе килĕшỹллĕн тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек пурнăçланса пырать. Юлашки çулсенче регионта пурăнакан 1200 тăлăха хваттерсем панă. Çулсерен 120-130 çынна хăтлă çуртсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă", - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

"Енчен те тăлăха çемье усрава илчĕ пулсан, вĕсене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ, ача инвалид пулсан вара 375 пин тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Кăтарту ку енĕпе ырă енне улшăнса пыни сисĕнет. Республикăра тăлăхсене усрамалли виçĕ интернат хупăнни те çакнах çирĕплетет", - тенĕ вăл. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Бабич çỹлерех асăннă ыйтусемпе ĕç-пуç епле пурнăçланса пынине Раççей строительство министерствин, прокуратура ĕçченĕсен тăтăшах тĕрĕслесе пымаллине палăртса хăварнă.



"Каçал Ен"
05 декабря 2015
15:46
Поделиться
;