Комсомольский муниципальный округ

Акци йĕркеленĕ

Çут тĕнчере пурăнакан пур çын та тан. Анчах та Турри телейне кашнине пĕр пек валеçмест. Сăмахăм сусăрсем пирки пырать. Вĕсем чире пăхмасăрах тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ, вĕренеççĕ, ĕçлеме вăй-хал тупаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. "Единая Россия" партин çамрăк активисчĕсем те айккинче юлмарĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем "Уçă чĕрепе" акци ирттерчĕç. Çавна май вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Кристина Шербустанова патĕнче пулчĕç. Чире пула Кристина вĕренỹ программипе килте паллашать: уроксене пурнăçлать, çырать, вулать. Пушă вăхăтра çыхма, тĕрлеме юратать. Ачасем унăн ĕçĕсемпе хаваспах паллашрĕç. Кристинăна Инвалидсен кунĕ ячĕпе парнепе хавхалантарчĕç, шкулта йĕркелекен Çĕнĕ çул елкине йыхравласа хăварчĕç.

И.НИКОЛАЕВА



"Каçал Ен"
09 декабря 2015
15:19
Поделиться
;