Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртура палăрнă

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче тинĕс вăййисен республикăри виçĕ енлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта республикăри хуласемпе районсенчи 40 команда хутшăнчĕ.

Район чысне Александровка тĕп тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем хỹтĕлерĕç. "Юный стрелок" (ертỹçи В.Ф. Волков), "Туристический" (ертỹçи Е.Г. Басников) кружоксене çỹрекенсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕслерĕç.

Тупăшура чи маттуррисем çĕнтерчĕç. Район команди 40 команда хушшинче 4-мĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ.



"Каçал Ен"
09 декабря 2015
15:17
Поделиться
;