Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Ен кăтартăвĕ лайăхрах

Чăваш Республики çынсене пурăнмалли авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе çĕршыври ытти регионсем хушшинче виççĕмĕш теçеткере. Ку вăтам кăтартуран çỹллĕрех. Республика ертỹлĕхĕ умри йывăрлăхсене пăхмасăрах асăннă программăна пурнăçа кĕртме, патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма тăрăшать. Паллах, софинансировани шучĕпе те республика хыснинчен пĕчĕк мар сумма тăкакланать. Раççей Федерацийĕн Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, асăннă программăн кураторĕ пулнă май, регионсенче вăл мĕнле пурнăçланнине çирĕп сăнаса тăрать. Çакна раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей министрĕ Михаил Мень регионсен представителĕсемпе ирттернĕ видеоконференци те çирĕплетет.



"Каçал Ен"
09 декабря 2015
15:33
Поделиться
;