Комсомольский муниципальный округ

Йĕлтĕр йĕрне тасатнă

Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ пырать. Апла пулин те çанталăк юрпа савăнтарма васкамасть-ха, çăвать те ирĕлет. Çанталăк ăшă тăнине пăхмасăрах йĕлтĕр сырма юратакансем канмалли кунсенче вăрманти йĕлтĕр йĕрне тирпейленĕ. Ырă ĕçе Борис Малов уйрăм предприниматель пуçарнă. Вăл çине тăнипе ыттисем те кунта хастар хутшăннă. Пуçтарăннисем икĕ-виçĕ сехетре 3 тата 1 километрлă трассăсене кансĕрлекен туратсенчен тасатнă: йывăçсене каснă, хăрнă туратсене пуçтарнă.

Рафик Тимергалеев, Зуфар Тимаев, Николайпа Дмитрий Красновсем, Олег Токмаков, Василий Пундяков, Борис Малов йĕлтĕр йĕрне наччасрах кирлĕ пек тасатса та хунă. Хĕлле пурте ярăнса киленекен йĕлтĕр çулне маларах тирпейлени питĕ аван, тавах маттурсене.

Н.БЕЛКОВА



"Каçал Ен"
09 декабря 2015
15:26
Поделиться
;