Комсомольский муниципальный округ

Пирĕн те Сывлăх профилĕ пур

Пĕр вăхăтра кашни районăнах Сывлăх профилĕ пулмалла тесе калаçу пулчĕ. Комсомольски районĕн пур-и вăл, унпа ăçта паллашма пулать? Ăна тĕпе хурса мĕнле ĕçсем тума палăртнă?

В.ИВАНОВА.

Ытти муниципалитетсенни пекех, Комсомольски районĕн те Сывлăх профилĕ пур. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн 2015 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчи 30-мĕш постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Çак питех те пĕлтерĕшлĕ документ районта пурăнакансен сывлăх шайне хаклать, халăхăн тĕрлĕ сийĕсен - ачасен, шкулта вĕренекенсен, ĕçлекен халăхăн, пенсири çынсен - сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе тумалли мероприятисене палăртать. Çак мероприятисем хушшинче тĕп вырăна физкультурăпа спорт йышăнаççĕ. Тепĕр утăм вăл - сывă пурнăç йĕркине тытса пыни - тĕрĕс апатланни, ĕçекен шыв, ăша илекен апат пахалăхлă, усăллă пулни. Этемĕн сывлăхĕ экологипе те тỹрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та тавралăха кирлĕ-кирлĕ марпа варалани хамăршăнах сиенлĕ пуласса та аса илтерет Сывлăх профилĕ.

Асăннă программăпа килĕшỹллĕн активлă канăва аталантарасси те, çав вăхăтрах канăва çемьепе пĕрле ирттересси те - приоритетлă ĕçсем шутĕнче.

Паллах, сывлăх сывлавĕнче çынсен чирне тарăна кайиччен тупса палăртакан, диагностика тăвакан, сиплекен медицина оборудованийĕсĕр май килменнине те шута илнĕ. Халăха социаллă пулăшу парас тĕллевпе çемьесене, йывăр лару-тăрури ачасене психологи пулăшăвĕ парасси нормăна кĕмелле. Инвалидсене реабилитацилемелли центрсене аталантармалла, обществăлла инфраструктурăна сусăрсемшĕн çывăх, кĕрсе çỹреме меллĕ тумалла. Ăçта, хăçан, мĕнле мероприятисем иртнине, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕнине, ăçта епле социаллă пулăшу илме май пулнине пĕлтерсе тăрассине массăллă информаци хатĕрĕсем çине хунă.

Сывлăх профилĕн тулли тексчĕпе район администрацийĕн, "Каçал ен" редакцин официаллă сайчĕсенче "Профиль здоровья" баннер çине кĕрсен паллашма пулать.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
09 декабря 2015
15:29
Поделиться
;