Тăван чĕлхе темрен паха
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет ларăвĕ иртрĕ. Ларăва комитет ертỹçи Н.П.Петрова, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.А.Петрова, вĕрентекенсем, культура тата ача сачĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Пухăннисем тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе яврĕç. Акă, районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе С.Г.Индюкова паллаштарчĕ. Н.В.Филиппова вĕрентекен чăваш чĕлхине вĕренес туртăм чакнине палăртрĕ. Л.П.Макарова вĕрентекен те 10-мĕш класчен чăваш чĕлхипе литературине чăвашла, 10-11-мĕш классенче вырăсла вĕрентнине пăшăрханса пĕлтерчĕ.
Ача сачĕсенче тăрăшакансем те чăваш чĕлхине вĕрентес ыйту çивĕч тăнине пытармарĕç. Тĕп йывăрлăх - пĕр ушкăнра чăваш, вырăс, тутар ачисем пĕрле пулни.
Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ыйту тавра калаçу чăннипех те нумай пулчĕ. Пухăннисем ытларах вырăсла хутшăнни, калаçни чĕлхене пĕтерет терĕç. Шкулта тăван ен культура предметне сахал вĕрентни, чăваш чĕлхипе литература пỹлĕмĕсене компьютерпа тата ытти техникăпа кирлĕ пек тивĕçтерменни те чăрмав кỹрет.
Пурин те пĕр тĕллев - чăвашлăха упраса хăварасси, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарасси, ăна ăша хывса ỹстересси. Апла пулсассăн, пурин те пĕрле тăрăшса ĕçлемелле.
С.ИНДЮКОВА