Чи хаклă мул - анне пурри
Чи хаклă мул - анне пурри,
Тавтапуç сана, анне!
Хĕвел шевли - анне кулли,
Анне сасси - чĕкеç юрри.
Анне пулсан - телей тулли
Чи хаклă мул - анне пурри.
А.Орлов.
Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕ. Вăл тăватă сас паллирен кăна тăрать пулин те чи лайăх, чи ачаш, чи çепĕç сăмах çĕр çинче. Мĕн тери хаклă çын вăл пирĕншĕн. Анне пире пурнăç пиллет, хăй кăкăрĕн сипетлĕ те ăшă сĕчĕпе тĕрек парать, ăшă куçĕпе ачашшăн çупăрлать, çепĕççĕн йăпатать, çĕр çывăрмасăр сăпка юрри юрлать, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать, чĕкеç чĕлхи пиллет. Амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне ырă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă, сапăр çын тăвассишĕн тăрăшать.
Манăн аннене Надежда Викторовна тесе чĕнеççĕ. Вăл 1980 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Асанкасси вăтам шкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн сутуçă пулас ĕмĕт ăна Канашри 3-мĕш училищĕне илсе çитерет. Алла диплом илсессĕнех аннепе атте çемье çавăраççĕ.
Эпĕ хамăн аннепе мухтанатăп. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, юратнă анне те хăйĕн чун-чĕре ăшшине пире парнелет. Пушă вăхăт тупăнсан пĕрре те ахаль лармасть анне, илемлĕ литература вулать, пире тата тăвансене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Вăл пĕçернĕ апат яланах техĕмлĕ. "Анне апачĕ пылтан та тутлăрах" тесе ахальтен каламан пулĕ халăхра.
Эпĕ аннене дневникри "5" паллăсемпе савăнтарма тăрăшатăп, вăй çитнĕ таран пулăшатăп. Анне - çемьере пуриншĕн те тĕслĕх.
Çывхарса килекен уяв ячĕпе, юратнă аннеçĕм. Эпĕ сана саламлатăп. Тавтапуç сана, анне, çут тĕнче пилленĕшĕн, сăпка юрри юрланăшăн, лăпканăшăн, юратнăшăн, чĕкеç чĕлхи парнеленĕшĕн, сăпайлă пулма вĕрентнĕшĕн.
Снежана ШКОЛЬНИКОВА