Комсомольский муниципальный округ

Унра вăй-хал тапса тăрать

Хĕрарăмсене черчен теççĕ те, анчах та çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть. Авăнать - хуçăлмасть, такăнсан та тăрса малалла утать.

Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри вăл - Ольга Петровна Андреева. Маттур хĕрарăмра яланах вăй-хал тапса тăнăн туйăнать. Вăл çынпа тĕл пулсассăн ăшшăн калаçать, ыйтусем çине те тĕплĕн хуравлать, ăнлантарса парать. Килте вăл - хисеплĕ мăшăр, юратнă анне, асанне. Ĕçре вара маттур ертỹçĕ.

Ольга Петровна 2010 çултанпа Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Çавна май килти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех, ĕçри ыйтусене те вăхăтра уçăмлатмалла, татса памалла. Ял çыннисене куллен пăшăрхантаракан ыйту вара сахал мар. Тукай ял тăрăхне кĕрекен ултă ялта - Çĕнĕ Мăратра, Анат Тимĕрчкассинче, Тури Тимĕрчкассинче, Тăманлă Выçлире, Тукайра, Вутланра - пурнăçламалли ĕç нумай. Ĕçсене вара пĕччен мар, ял çыннисемпе калаçса, килĕшсе татăлса пурнăçламалла. Тирпей-илем кĕртмелле, урамсенчи çулсене пăхса тăмалла, шыв пăрăхĕсем аван ĕçлеççĕ-и, пушар машини яланах юсавлă-и...

Хĕрарăма яваплă ĕçре тăрăшма çăмăлах мар пулин те, Ольга Петровна нихăçан та пуçне усмасть. Пур ыйтăва та вăхăтра татса парать, кирлех пулсассăн ыттисене те пулăшма вăхăт тупать. Ахальтен мар таврара ун пирки : "Вăл пăрчăкан пек, вăр-вар, маттур", - теççĕ.

Пушă вăхăтра Ольга Петровна - обществăлла ĕçре те чи пуçаруллисенчен пĕри. Вăл районти, республикăри мероприятисене хастар хутшăнать, ыттисене те пĕрле явăçтарать. Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, тăтăшах тĕрлĕ спорт, культура мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.

Маттур хĕрарăм юрра-ташша та ăста. Вăл Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕ çумĕнчи "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕн артисчĕ. Ансамбле çỹреме пуçланăранпа кăçал 23 çул çитнĕ. Çак вăхăтра ансамбль республикăри тата унăн тулашĕнчи тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăннă. Малти вырăнсене те пĕрре мар йышăннă.

Ăшă кăмăллăскер пушă вăхăтра алă ĕçĕ тума юратать. Чĕнтĕр йĕппипе тĕрлĕ япала çыхать вăл. Пахчара, килте тĕрлĕ чечек çитĕнтересси те уншăн юратнă ĕç. Вун-вун тĕрлĕ чечек хăйĕн илемĕпе савăнтарать.

Ольга Петровна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май, таврари ялсенчи пурнăçпа куллен паллашать, кирлех пулсассăн вырăна тухать, çынсемпе тĕл пулать, калаçать, çивĕч ыйтусене пĕрле сỹтсе явать. Унăн тĕп тĕллевĕ - ял çыннисен пурнăçне лайăхлатасси, халăх сывлăхне упрасси, амăшлăха, ачалăха, çемьене хỹтĕлесси, пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене пулăшасси. Çак ĕçре ăна ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ те сахал мар пулăшу кỹрет. Шăпах çемьене пырса тивекен ыйтусене вĕсем пĕрле сỹтсе яваççĕ. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн пĕрле тăрăшаççĕ.

Ольга Петровна çут тĕнчери чи хаклă та юратнă анне. Вăл ывăлĕсене амăшĕн ăшшине парса çитĕнтерсе, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
04 марта 2016
08:55
Поделиться