Аннесем - уявра
Анне - çут тĕнчери чи хаклă çыннăмăр. Вăл пире ăшшăн çупăрласа ачашлать, лăпка-лăпка ỹстерет, тивĕçлĕ воспитани парать, пурнăç çулне суйласа илме пулăшать.
Çак кунсенче "Пилеш" ача садне çỹрекенсем хăйсен çывăх çыннисене Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Уява килнисене тĕрлĕ юрă, ташă парнелерĕç. Амăшĕсемпе кукамăшĕсем, асламăшĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасем çывăх çыннисене хăйсем ăсталанă парнесемпе савăнтарчĕç. Çакă - пурнăçри чи хаклă парне.
И.БУЛАНЦОВА,
воспитатель
"Каçал Ен"