Владимир Иванов: "Тĕп тĕллев - ачасене паха пĕлỹ илме кирлĕ условисем туса парасси"
Юлашки вăхăтра республикăра пурăнакансене, уйрăмах яллă вырăнсенче шкулсем хупăнаççĕ текен ыйту канăç памасть, калаçтарать. Çавна май Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов лару-тăрăва уçăмлатса çапла палăртса хăварнă:
- Кун пек ыйту халиччен пулман, пулмасть те. Тĕллев - ачасене, çав вăхăтрах ялта пурăнакансене, пĕлỹ илме лайăх условисем туса парасси. Çавăн пекех вăл 2015 çулхи кăтартусемпе Чăваш Енри 21 шкул Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕнине тата вĕсенчен 12-шĕ чи лайăх ялти 200 шкул йышĕнче пулнине палăртса хăварнă.
"Çакă - вĕренỹ системинче иртнĕ çулсенче тăрăшса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ. Хальхи вĕренỹ тата лаборатори базипе, вăйлă педагогсемпе тивĕçтерсе, ачасем ăçта пурăннине пăхмасăр паха пĕлỹ илччĕр, кайран пĕлĕве професси паракан учрежденисенче ỹстерччĕр тесе ялсенче база шкулĕсем туса хунă.
Пире паянхи кун яллă вырăнсенче 30-50 ача вĕренекен тĕп шкулсен йышĕ ỹсни сисчĕвлентерет. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, республикăра çулсерен шкул ачисен йышĕ 5 пине яхăн ỹсет. Паянхи куна Чăваш Енре шкулсенче 127 пин ача вĕренет пулсассăн, 2020 çул тĕлне эпир 155 пин ача пуласса шанатпăр. Хулари хăш-пĕр шкулсенче 2 сменăпа ĕçлеме пуçланă. Çитес пилĕк çулта вара 2 сменăпа вĕрентессине пăрахăçлас ыйтăва татса памаллах.
Хăш-пĕр ялсенчи шкулсем хупăнма пултарни ачасене çывăхра вырнаçнă пысăк шкула ятарлă автобуссемпе илсе çитерме тата классем туллипе, профиль вĕренĕвне суйласа илме май пуррипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра вĕренỹ системинче пурнăçланакан ĕçсем ачасене паха пĕлỹ илме кирлĕ условисем туса парассипе килĕшсе тăраççĕ.