Рейтингра палăрнă
Экономикăпа политика коммуникацийĕсен агентстви кăçал нарăс уйăхĕнче хатĕрленĕ РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕн рейтингĕнче Раççейри пысăк витĕм кỹрекен губернаторсен ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕнĕ.
Пĕрремĕш виçĕ лидер шутне Мускав хулин мэрне Сергей Собянина, Чечен Республикин Пуçлăхне Рамзан Кадырова, Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова кĕртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕн ỹсĕмĕ чакман, пĕр тан лайăх аталанса пынă. Регион Пуçлăхĕ 5,2 балл пухнă, Раççейри пысăк витĕм кỹрекен губернаторсен ушкăнне кĕнĕ (Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, вăл 7-мĕш вырăнта). 2016 çулхи нарăс уйăхĕнчи рейтинг ĕçне хатĕрлеме пĕтĕмпе 25 эксперт хутшăннă. Пĕтĕмпе пуçлăхсене виçĕ ушкăна пайланă: "Питĕ хытă витĕм кỹрекеннисем", "Пысăк витĕм кỹрекеннисем" тата "Вăтам витĕм кỹрекеннисем".