Комсомольский муниципальный округ

Кам мĕн чухлĕ шалу илет?

Чăвашстат палăртнă тăрăх, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансен вăтам шалăвĕ пĕлтĕр 27,2 пин тенкĕпе танлашнă. Ку, 2014 çулхипе танлаштарсан, 2,3 процент сахалрах. Суд органĕсенче тата прокуратурăра ĕçлекенсен шалăвĕ вара ỹснĕ - вĕсем уйăхне вăтамран 25 пин тенкĕ илнĕ.

Саккун кăларакан органсенче тăрăшакансем пуринчен те ытларах шалу илеççĕ. 2015 çулхи пĕтĕмлетỹпе килĕшỹллĕн, вĕсем уйăхне вăтамран 47,9 пин тенкĕ илнĕ. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансен шалăвĕ пĕлтĕр улшăнман (34 пин тенкĕ). Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта муниципалитет служащийĕсем - "чи чухăннисем". Пĕлтĕр вĕсен вăтам шалăвĕ 2,4 процент ỹснĕ пулсан та кăтарту пĕчĕк - 21,9 пин тенкĕ.



"Каçал Ен"
29 марта 2016
08:50
Поделиться