Саккуна пăхăнман
Нумаях пулмасть районти прокуратура малтан патшалăх службинче тăрăшнă граждансене ĕçе илнĕ вăхăтра коррупци саккунлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май "Кооператор" ООО-ра саккуна пăхăнман тĕслĕхе тупса палăртнă. 2015 çулта асăннă обществăна маларах патшалăх службинче ĕçленĕ 2 çынна ĕçе илнĕ. Кун пирки тỹрех малтан ĕçленĕ вырăна çыру-уведомлени ярса пĕлтернĕ. Анчах та РФ Правительстви çирĕплетнĕ ĕç е гражданла-право килĕшĕвне йĕркелени çинчен калакан правилăсене пăснă, кирлĕ сведенисене панă чухне çаксене палăртман:
- ĕçчен хăçан тата ăçта çуралнине;
- гражданина ĕçе вырнаçтарнă чухне "Кооператор" ООО директорĕн приказĕн номерне тата кунне;
- ĕç договорĕн вăхăтне;
- должноçне;
- ĕçченĕн тивĕçĕсене.
Асăннă саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район прокуратури "Кооператор" ООО пирки представлени тăратнă. Унпа килĕшỹллĕн саккуна пăснине тỹрлетнĕ, айăплă çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.
РАЙОН ПРОКУРАТУРИ