Комсомольский муниципальный округ

Кĕтнĕ хăнасем

Çуркунне çитсен тавралăх кайăксен илемлĕ сассипе тулать. Чи малтанах кураксем çитеççĕ. Хăйсен хулăн сассисемпе вĕсем çуркунне çитни çинчен пĕлтереççĕ. Шăнкăрчсем вĕçсе килнĕ çĕре эпир шкул ачисемпе васкасах шăнкăрч вĕллисем ăсталама пуçларăмăр. Шкулта "Камăн вĕлли чи хăтли?" конкурс йĕркелерĕмĕр. Шкул çумĕнчи ушкăна çỹрекен ачасем те ыттисенчен юлмарĕç. Ачасем килте ашшĕсемпе пĕрле вĕллесем турĕç. Никита Старунов, Айназпа Айзат Атакаевсем, Азалияпа Азат Атакаевсем, Родмил Фасхутдинов чи хастаррисем пулчĕç.

Пĕчĕккисенчен Даша Зайцеван вĕлли чи çыпăçулли те хитри пулчĕ. Вĕллесене йывăçсем çине çакса хутăмăр та шăнкăрчсене кĕтме пуçларăмăр. Туссем нумай кĕттермерĕç, вĕçсе килсе вĕллесене йышăнчĕç. Эпир куншăн питĕ савăнтăмăр. Апла пулсан тăрăшни сая каймарĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир шăнкăрчсене кашни кунах сăнаса савăнатпăр.

Ачасем, эсир шăнкăрчсем валли вĕллесем тунă-и?

Л. МИРОНОВА,

Йăлмахва пуçламăш шкулĕн вĕрентекенĕ



"Каçал Ен"
01 апреля 2016
10:09
Поделиться