Пирĕн республика. Тĕп тема
Каллех - телеэкрансем çинче тата хаçатсен страницисенче
Массăллă информаци хатĕрĕсен - "Чăваш Ен", "Чăваш наци телевиденийĕ" телекомпанисен тата "Советская Чувашия" хаçатăн - пĕрлехи проекчĕ таврăнать. Премьера кăларăмĕнче сăмах республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле пирĕн корреспондент строительство площадкисенче тата çĕнĕ хваттерсем илнĕ çынсем патĕнче хăнара пулнă.
Пахчасен вырăнĕнче çуртсем çĕкленчĕç
Республикăн тĕп хулинче "Радужный" микрорайон çĕкленекен вырăнта 5-7 çул каялла кăна хỹшĕ евĕр тайлăк çуртсем, арпашуллă вырнаçнă дачăсем пулнине ĕненес те килмест. Халĕ кунта - 9-16 хутлă илемлĕ те çỹллĕ çуртсем. Çак территорире "Отделфинстрой" компани ĕçлет. Производство енĕпе ĕçлекен директорăн Алексей Мурыгинăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата объекта унпа пĕрле килнĕ Шупашкар пуçлăхне Леонид Черкесова кăтартмалли, каласа памалли пур. Кăçал компани тата унпа пĕрле ĕçлекен предприятисем пурăнмалли 11 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яраççĕ.
"Хваттерсене сутас тĕлĕшпе ĕç-пуç мĕнлерех?" - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. "Кризис витĕмĕ палăрать, çапах лару-тăру питĕ çивĕч теейместĕп, - хуравларĕ Алексей Мурыгин. - Çынна халь хывăхпа улталаймăн. Ăна хваттер хăй кăна мар, унăн таврашĕ те интереслентерет. Çавăнпа çурт-йĕр комплексне çакна шута илсе çĕклетпĕр. Хушма автопарковка вырăнĕсем, спорт тата ача-пăча площадкисем турăмăр".
Михаил Игнатьев çак çул-йĕр тĕрĕссине палăртнă май тăваткал метр хакĕ, çавăн пекех патшалăхăн социаллă программисемпе уйăрнă хваттерсен шучĕ пирки ыйтрĕ. Шупашкарти вăтам хак - 41-42 пин тенкĕ иккен. Пĕлтĕр "Отделфинстрой" АУО кивĕ çуртсенчен куçаракан çынсем валли - 5, нумай ачаллă çемье валли 1 хваттер уйăрнă. Хваттерсене 40% çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программипе сутнă. "Çак программăна 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăссан лăштах сывласа ятăмăр. Ку - граждансемшĕн те, строительство комплексĕшĕн те пысăк пулăшу", - терĕ директор.
Аса илтерни вырăнлă, кăçалхи пуш уйăхĕнче вĕçлеме пăхнă ипотека программине тăсасси, ун валли укçа уйăрасси çинчен Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть Шупашкарта ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата ĕçлеве пулăшассине халалланă ыйтусемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ. "Единая Россия" партин Думăри фракцийĕ çапла пуçару тунă. Хыснаран çак тĕллевпе хушма укçа уйăрĕç - 16,5 млрд тенкĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Тихонов электрикпа, Максим Шоркин мастерпа, Александр Калистратов прорабпа калаçрĕ. Вĕсем черетлĕ çуртра юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Хăйсен ĕçĕпе, ĕç укçипе кăмăллă. Вăрăм укçа шырамашкăн Мускава е ытти мегаполиса тухса каяс шухăш та çук. Михаил Игнатьев Тихонова, Шоркина тата 35 çул тултарман ытти çамрăка çамрăк çемьесене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермелли программăна хутшăнса хваттер туянмалли шанăçпа усă курма сĕнчĕ. Патшалăх субсидийĕсем тăкаксен виççĕмĕш пайне яхăнах саплаштарĕç. Çапла тумашкăн нумай та кирлĕ мар - туй кăна тумалла. Калистратов, çемье çавăрса икĕ ача çитĕнтерекенскер, Михаил Васильевича çамрăксене ку енĕпе "сăнаса тăма" шантарсах каларĕ. Калаçу усăллă та хаваслă пулчĕ.
"Радужный" пур енĕпе те туллин аталанать, - пĕлтерчĕ хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. - Лавккасем, йăла ыйтăвĕсене татса паракан предприятисем, кафесем, аптека уçăлнă. Автоцентр та пур". Пурăнмалли комплексра кĕçех пин вырăнлăх шкул тата 290, 100 ачана йышăнмалăх икĕ садик тума пуçлĕç. Тата тепĕр ача садне пурăнмалли çурт çумне тĕртсе тăваççĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта 17 территорире комплекслă строительство пырать. Çапла вара çитес çулсенче 7 млн тăваткал метр ытла хваттер пулĕ.
Ача-пăча площадкинче Михаил Игнатьев "Радужный" микрорайонта пурăнакан Ольга Пичугинăпа, Анастасия Крапчинăпа тата унăн ывăлĕпе Çерушпа сăмахларĕ. Чăн та, пĕчĕкскер калаçмалăх çитĕнеймен-ха, çапах республика Пуçлăхне çитĕннĕ арçынла алă тытрĕ. Хĕр-арăмсем палăртнă тăрăх - республика бюджетĕнчен çемьесене тỹлекен субсиди кредитăн процент виçине саплаштарма самай пулăшать. 4: кăна пек, анчах пĕчĕккĕн пухăнать. Сĕнỹ те пачĕç, кунти транспорт развязкине хăвăртрах тăвасчĕ. Михаил Игнатьев хула пуçлăхне тата "Отделфинстрой" ертỹçисене процеса хăвăртлатма сĕнчĕ.
Халăхшăн та, строительсемшĕн те - перекет
Малалла хăвăрт аталанакан тепĕр микрорайона, Çĕнĕ хулана, çул тытрăмăр. Кунта ыттипе пĕрлех патшалăхăн 2015 çулта старт илнĕ "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" социаллă программи те пурнăçланать. Унта хутшăнмалли правăна конкурса хутшăнса "Иско-Ч" АУО çĕнсе илнĕ. Çакă компание инженери коммуникацийĕсене тунă чухне самай перекетлеме май парать. Федерацин çурт-йĕр ипотеки валли кредит паракан агентстви пĕтĕмĕшле лаптăкăн кашни тăваткал метрĕн тăкакĕсене саплаштарать. Чăннипех пысăк пулăшу. Строительство компанийĕн вара хваттерсене граждансене регионти вăтам рынок хакĕнчен 80% ытла мар хакпа сутмалла. Пирĕн ку виçе тăваткал метршăн 35 пин тенкĕ пулать. Чулхула урамĕнчи 34-мĕш çуртра Мира Курицына тата унăн хĕрĕ Татьяна тĕпленнĕ. Вĕсем программăна хутшăнасси хăвăрт пулса иртнипе кăмăллă. Черете тăнă хыççăн 10 уйăхранах хваттер илнĕ. Хваттер уйрăммăн хутса ăшăтмаллискер, хăтлă та çутă. Транспорт енĕпе чăрмав çук. Асăннă программăна хутшăнса çемье 300 пин тенкĕ перекетленĕ.
Леонид Черкесов перекет тата пысăкрах пулассине палăртрĕ. "Иско-Ч" тĕп хулан çурçĕр-хĕвеланăç енче тăвакан хваттерсем чылай хаклăрах. Çĕнĕ хула вара Шупашкарăн чи илемлĕ кĕтесĕсенчен пĕри пулса тăрасса нумай кĕтме тивмĕ. Инфратытăм енĕпе те кунтах пĕтĕмпех пулĕ, хăтлăх тĕлĕшпе те ыттисем ăмсанĕç. "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программăпа Çĕнĕ хулара 8,7 пин тăваткал метр хваттер хута янă ĕнтĕ. Кăçал ку цифра 10 пине çитмелле. "Иско-Ч" предприятисĕр пуçне асăннă программăна Чăваш Енĕн тата тăватă строительство компанийĕ хутшăнать. Çуртсене Шупашкарти "Соляное","Гремячево", Çĕрпỹри "Южный-2" микрорайонсенче тата Шупашкар районĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕнче çĕклеççĕ. Хваттерсене 2016 çул вĕçĕччен çăмăллăхлă хакпа 500 çемье туянма пултарĕ.
Юхăннă çуртсем чаксах пыраççĕ
Чăваш Ен 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен юхăннă тесе йышăннă çуртсенчен çынсене куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе лидерсен шутĕнче. Паянхи кун тĕлне программăна çурри чухлĕ пурнăçланă, 2017 çул тĕлне ăна вĕçлемелле. Çынсене кивĕ çуртсенчен куçарас ĕç хăвăртлăхĕ пысăк хуласенче кăна мар, районсенче те лайăх пырать.
Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче Элĕкре Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата район пуçлăхĕн Александр Куликовăн аллинчен çĕнĕ хваттер уççисене 53 çемье илнĕ. Çав шутра - кĕçех 80 çул тултаракан Мария Порфирьевна Варламова та. Çакнашкал хăтлă условисенче пурăнасси пирки ĕмĕтленмен те. Вăл, унăн хĕрĕ Римма тата кĕрĕвĕ Анатолий Раççей Президентне Владимир Путина, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тăваççĕ. Альбина Петровна Русакова та хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă. Чăн-чăн ырлăх вĕт. Хăй пурăнакан çурт пирки урамра чи хитри тет. Ăна хирĕçлеме йывăр. Чăн та, унчченхи çурчĕ пирки тунсăхлани те сисĕнет. Ăна вара, çул урлă вырнаçнă кивĕ çурта, пăсса та ĕлкĕреймен-ха. Русаковсем унта 50 çула яхăн пурăннă.
Михаил Игнатьев çынсене кивĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă пĕтĕмĕшле цифрăсене пĕлтерчĕ. 847 çурта пăсмалла. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 172 пин тăваткал метр. 2017 çул вĕçлениччен 13 пин ытла çынна куçарма палăртнă. Çуррине куçарнă та ĕнтĕ. 2016 çулта çак тĕллевпе 1 млрд тенкĕ тăкаклĕç. Ку 3 пин çыннăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парĕ. Строймин тата ЖКХ фончĕ субъектсен рейтингне хатĕрленĕ - унта Чăваш Ен граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас енĕпе малтисен шутĕнче.
"Ăслă çурта" хăйĕн котельнăйĕ кирлĕ
Çурт-йĕр рынокĕ усă куракан материалсем, технологисем тĕлĕшпе те çĕнелсе пырать. Юмаха аса илтерекен "Тридевятый" ятлă пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕнче Михаил Игнатьева нумай хутлă пирвайхи "ăслă çуртпа" паллаштарчĕç. "Чăваш Республикин ипотека корпорацийĕ" АУО директорĕ Альберт Сидоркин хваттерсенчи ăшăпа электроэнергие перекетлекен телеметри приборĕсене кăтартрĕ. Çак ăслă процессене инçетренех, смартфонпа усă курса, йĕркелесе пыма пулать. Экран çине çавăн пекех коммуналлă тăкаксем пирки тĕплĕ информаци тухать. Çак системăна çуртра вырнаçтармалли пĕтĕмĕшле тăкак 3 млн тенкĕпе танлашать. Вăл ăшă тарифĕн 20%перекетлеме май парать. Шăпах ăшă - тĕп тăкак.
Анчах çурта централизациленĕ котельнăйпа çыхăнтарнине пĕлсен Михаил Игнатьев тĕлĕнчĕ. "Ăшша трассăпа илсе килнĕ чухне çухатусăр пулмасть, - терĕ вăл. - Çавна май çурта ăшăпа тивĕçтерессине те "ăслă" технологисемпе йĕркелемелле". Хула администрацийĕн ертỹçисене çурта хăйĕн котельнăйĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме хушрĕ.
"Ăслă çуртри" хваттерсенчен пĕринче коопераци техникумĕнче вĕренекен Анастасия Албутова вырнаçнă. Пурăнмалли лаптăка вăл тăлăхсене пулăшмалли программăпа илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ унăн пирвайхи хăни пулчĕ, студенткăна чечек çыххи парнелерĕ. Настя каланă тăрăх - ку хваттере вăл тăватă çул кĕтнĕ, халĕ чăннипех телейлĕ. Кунта виçĕ кун каялла çеç куçнă-ха, анчах "ăслă çурт" ырлăхне туйма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Мобильникре - ятарлă программа, вăл пулăшнипе кирек ăçта кайсан та хваттерти ăшăпа çутта кирлĕ пек йĕркелесе тăма пултарать.
Албутовăсăр пуçне кунта ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр ỹснĕ тата виçĕ çамрăк хваттер илнĕ. Петр Дарьин водитель вара çамрăк çемьесене пулăшмалли программăна хутшăнса хваттерлĕ пулнă. Икĕ пỹлĕмлĕ, 80 тăваткал метра яхăн. Виçĕ ачаллă çемье валли лаптăк çителĕклĕ. Хăйсен пĕр пỹлĕмлĕ хваттерне сутнă, 1,5 млн тенкĕ кредит илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ укçапа пулăшнă. Михаил Игнатьев кредита тỹлесе пыма вăй çитернипе кăсăкланчĕ те - Петр ỹпкелешмерĕ, ĕç укçи аван-мĕн. Уйăх çурăран çĕнĕ çурт ĕçки тăвасшăн.
Ку çуртра хваттерсен 30%сутман-ха. Тĕпрен илсен - виçĕ пỹлĕмлисем. Михаил Игнатьев Альберт Сидоркина эконом-класс йышши хваттерсен шутне ỹстерме сĕнчĕ, вĕсене хăвăртрах туянĕç.
Ĕç йывăрлăхсене парăнтарать
Хаçат корреспонденчĕ паянхи ансат мар условисенче патшалăх пулăшăвĕн программисем ăнăçлă ĕçлесси пирки ыйтсан Михаил Игнатьев çапла хуравларĕ:
- Потребительсем çурт-йĕр туянасси 2015 çултах чакма пуçларĕ. Çапах эпир çулталăк маларахринчен 18% ытларах çурт-йĕр тума пултартăмăр. Анчах паян нумай туни çеç çителĕксĕр. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - халăх хваттер туянассине тивĕçтерекен механизмсем хатĕрлесе вĕсене ĕçе кĕртни. Патшалăх финанспа экономика сферинчи кризис пулăмĕсене пăхмасăр çынсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Патшалăхăн социаллă программисене пурнăçлама 2 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ.
Раççей Стройминĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май Чăваш Ен çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа валли хушма укçа илме пултарчĕ - 309 млн тенкĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне программăна хутшăнакансен йышĕ 7350 çемьепе танлашать. Ял территорийĕсене аталантармалли тĕллевлĕ программăпа та республика тата 423 млн тенкĕ илĕ.
Кăçал патшалăхăн тĕрлĕ программи пулăшнипе 800 яхăн çемье пурăнмалли условисене лайăхлатать. Кунсăр пуçне тăлăх 127 ача, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем тỹлевсĕр майпа хваттер илĕç. Вулакана нумай цифра асăнса йăлăхтарас мар. Çакна çеç калам: пирĕн республикăра туслă та ĕçчен халăх пурăнать, вăл кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерет. Ырă вăхăтсем çитеççех.
Леонид НИКИТИН.
("Советская Чувашия" хаçат)