Манмастпăр, мухтанатпăр!
Çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерỹ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă куна чыслă кĕтсе илме хатĕрленсе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăннă.
Акă, кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, районти шкулсенче "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" патриотла акци иртет.
Çĕнтерỹ кунĕнче, майăн 9-мĕшĕнче, иртекен Пĕтĕм Раççейри "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнма та хатĕрленмелле. Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуç хунă тата çĕршыва ура çине тăратма пулăшнă салтаксен портречĕсене штендер çине вырнаçтармалла. Пĕлтĕр асăннă акцие районта пурăнакансем хастар хутшăннăччĕ, кăçал та çаплах пуласса иккĕленместпĕр.
"Каçал Ен"