СМС-хыпартан асăрхан!
Банк карточкисенчен укçа-тенкĕ çухалнине пурте илтнĕ-ха. Кун пек пăтăрмах кирек кампа та пулса иртме пултарать.
Смартфона сиен кỹрекен вирус программисем тĕрлĕ ссылка çине кĕме сĕнекен спам е смс-хыпарсем урлă лекеççĕ. Телефон хуçи ссылка çине пуссанах вирус программи телефона "кĕрет", банк карттипе тĕрлĕ операци пурнăçланать. Нумай чухне телефон хуçи хăйĕн смартфонĕ сиенленнине, банк карточкинчен укçа çухалнине сиссе те юлаймасть. Вирус программи банкран килекен смс-хыпарсене телефон хуçи патне çитме памасть. Пĕтĕмĕшле илсен, банк карточкинчи укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вăрăсен енчĕкне кĕрет.
Полици сотрудникĕсем телефон хуçисене асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Уйрăмах смс-хыпарсенчи палламан ссылкăсене, пĕлнĕ приложенисенчисем пулсан та, уçма шикленмелле. Телефона иккĕленỹллĕ çăлкуçсенчен илнĕ приложенисене вырнаçтарма та васкамалла мар.
Аппарат сиенленесрен сыхланас тесен унти антивирус программине çĕнетсе тăмалла. Унсăрăн телефона сиенлĕ программа лекес, банк карточки çинчен пур укçа-тенкĕ çухалас хăрушлăх пысăк. Асăрхануллă та тимлĕ пулăр.