Комсомольский муниципальный округ

Яланах сыхă пулма шантаратпăр

Раççейри пушар хурал чаçне туса хунăранпа 367 çул çитес умĕн хаçат вулаканĕсене 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен каласа парасшăн.

Пирĕн пушар хуралĕнче ĕçлекенсем районта вут-кăвар ан алхастăр тесе тăрăшаççĕ, инкеке лекнисене чи малтан пулăшма васкаççĕ, вут-çулăмпа куçа-куçăн тăраççĕ. Çăмăл мар ĕçре паха опыт, çаврăнăçулăх кирлĕ. Ара, пирĕн инкек тухнă вырăна кирек хăш вăхăтра тухса кайма хатĕр пулмалла. Сăмахран, пушар тухни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн ĕçченсен 1 минутра пуçтарăнса çула тухмалла, вырăна май килнĕ таран хăвăрт çитмелле. Инкекре кашни çеккунт, минут çав тери хаклă. Александрпа Андрей Самаринсем, Анатолийпе Иван Тихоновсем, Гера Крылов, Сергей Краснов, Юрий Иванов, Александр Прохоров, Николай Лупов водительсем вара хăйсен яваплăхне туйса ĕçлеççĕ, пушар машинисене яланах хатĕр тытса тăраççĕ.

Караул начальникĕсем пирĕн тăваттăн. Уяв умĕн Александр Антонов, Андрей Прохоров, Иван Порфирьев, Андрей Жуков пирки ăшă сăмахсемпе мĕнле асăнмăн? Вĕсем ĕçе пĕлсе тăваççĕ, çулăма сỹнтерме чăн малтан пуçтарăнаççĕ. Николай Мамуткин, Сергей Жуков, Андрей Жирнов, Александр Шумилкин кирек мĕнле ĕçе те яланах вăр-вар пурнăçлаççĕ, инкек вырăнне çитсе лару-тăрăва наччасрах хаклаççĕ, кирлĕ йышăнусем тăваççĕ. Начальник çумĕ Дмитрий Галкин та хăйĕн тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçлать.

Туслă, пĕр-пĕриншĕн тăрăшакан коллективра çеç ĕç кал-кал пырать. Районти пушарнăйсен ăсталăхне вара пушар спорчĕпе ирттерекен ăмăртусенчи çитĕнỹсем те туллин уçса параççĕ. Пултаруллă та хастарскерсем пĕрре мар республика призерĕсем пулса тăнă.

Эпир пушар хуралĕн ветеранĕсемпе те çыхăну çухатмастпăр. Виталий Мамуткин, Илья Прохоров, Владимир Павлов, Владислав Тихонов, Вячеслав Мамуткин пушар хуралĕн ĕçченĕсем патне çитсе час-часах хăйсен пуян опычĕпе паллаштараççĕ.

Пушар хăрушлăхне хирĕç сахал мар ĕçлетпĕр, çапах районта вăл çулсеренех нумай сиен кỹрет. Шел пулин те, "хĕрлĕ автан" час-часах çынсен асăрханусăрлăхне пула алхасать. Акă, 2015 çулта районта 19 пушарта 6 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх вутпа кĕлленнĕ. Кăçал вара 8 пушар алхасса ĕлкĕрнĕ. Чи пысăк инкек - пушара пула çын пурнăçĕ татăлни, çакă тулли мар тăватă уйăхра пушартан сыхланаймасăр икĕ çын çĕре кĕнĕ.

Хăрушлăх пирки асăрхаттарсах тăратпăр пулсан та çулăм ташлама пуçланă тĕслĕх нумай. Çавăнпа та район çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене асра тытма çирĕп ыйтатăп, инкек ан тухтăр тесен пушарнăйсен çеç мар, çынсен хăйсен те асăрхануллă пулмалла.

Районти пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенчи пушар хуралĕн ĕçĕ пирки те каласа хăварас килет. "Урожай", "Рассвет", "Труд", "Алга", "Дружба", "Восток", "Асаново" хуçалăхсен, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнчи пушарнăйсен тата Нĕркеç ялĕнче ирĕклĕ майпа пушар хуралĕнче тăракансен машинисем яланах юсавлă, çывăхри ялсене вут-çулăма сỹнтерме вĕсем чи малтан çитсе тăраççĕ.

Районта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине тĕрĕсленишĕн вара пушар надзорĕн специалисчĕсем яваплă. Димитрий Кузьмин начальникпа Иван Чаркин ĕçчен районти зданисене, кил хуçалăхĕсене çитсе тĕрĕслеççĕ, профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.

Пушар хуралĕнче çивĕч ыйту сахал мар паллах. Вĕсене эпир татса пама тăрăшатпăр. Пушар хуралне йĕркелесе янăранпа 367 çул çитнĕ ятпа районти хамăр чаçри тата ялсенчи пушар хуралĕн ĕçченĕсене, ветерансене чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçра ăнăçу, ĕçре вăй-хал сунатăп. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем малашне те умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласса, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хỹтĕлеме яланах хатĕр тăрасса шантаратпăр.

С.АЛЕКСЕЕВ,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
29 апреля 2016
09:03
Поделиться
;