Комсомольский муниципальный округ

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса

Çынсене патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Граждансен ыйтăвĕсем çине хуравлатпăр, кирлĕ справкăсем хатĕрлесе паратпăр.

Тĕслĕхрен, паянхи куна районти шалти ĕçсен пайĕн дежурство пайĕнче граждансем хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи тутарма пултараççĕ. Кăçал икĕ çынран заявлени йышăннă та.

Çавăн пекех районта пурăнакансем хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк илессипе тата лицензи тутарассипе патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра 100 заявлени йышăннă. 97 заявление çынсем Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă янă.

ГИБДД уйрăмĕ граждансене патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курса административлă право йĕркине пăсни пирки пĕлтерет. 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта çынсемпе организацисенчен 60 заявлени йышăннă.

Çавăн пекех граждансем тĕрлĕ справкăсене те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса илме пултараççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна 113 çын ыйтнă.

Районти шалти ĕçсен пайĕ тата нумай функциллĕ центр пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Сăмахран, 3 уйăхра асăннă центр урлă 62 ыйту йышăннă, пурне те тивĕçтернĕ.

А.АХМЕЕВ,

полици уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
06 мая 2016
08:57
Поделиться
;