Паттăр Георгий Чернов асрах
Совет Союзĕн Геройĕ, пирĕн ентеш, Нĕркеç ялĕнче кун çути курнă Георгий Николаевич Чернов çуралнăранпа майăн 12-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.
Унăн çамрăклăхĕ Алтай крайĕнчи Канаш ялĕнче иртнĕ. Голишевăри çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Георгий колхозра бригадирта тăрăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра стрелоксен 645-мĕш полкĕн ретĕнче пулнă. Малтанах стрелоксен взводне, каярах ротине ертсе пынă.
1942 çулта училище пĕтерсен Чернов лейтенант Атăл патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Августăн 29-мĕшĕнче нимĕç танкĕсен атакине сирнĕ чух питĕ йывăр аманнă. Госпитальтен костыльсемпе тухнă. Ăна килне ярасшăн пулнă. Малтанах Чесноковск вăтам шкулĕнче çар ĕçне вĕрентнĕ, унтан вĕренỹ батальонĕн командирĕн çумĕ пулса тăнă. "Пичче фронтра пуçне хунă, манăн уншăн та тăшмансене тавăрмалла", - тенĕ вăл ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе.
Уксахланă пулин те, 1944 çулта Георгий Николаевич фронта таврăннă. Март-апрель уйăхĕсенче вĕсен чаçĕ Днестр юханшывĕ хĕррине тухнă. Стрелоксен Хĕрлĕ ялавлă 645-мĕш полкĕн рота командирĕ Чернов лейтенант салтаксене черетлĕ наступление хатĕрленĕ. Тĕллев - Ясса хулине ирĕке кăларасси. Вĕсем Румынин çурçĕр енчи Берлашти ялне тăшмансенчен тасатнă. Чернов роти нимĕçсен 40 яхăн салтакĕпе офицерне тĕп тунă, 50-шне тыткăна илнĕ. Тăшман парăнасшăн пулман, тепĕр хутчен хаяр çапăçу пуçланнă. Хальхинче те нумай нимĕç салтакне вĕлернĕ, танкĕсене тĕп тунă.
Августăн 20-мĕшĕнче каçхине полк командирĕ Берестов пĕр батальона картта çинче 192,0 тесе палăртнă тỹпеме илме икĕ хут атакăна çĕклет. Анчах икĕ хутĕнче те, тăшман вăйлă çулăм тăкнипе, салтаксем пысăк çухатусем тỹссе каялла чакаççĕ. "Тăшмана вăйпа мар, ăсталăхпа çĕнтермелле", - тĕв тăвать полк командирĕ. Вара Чернов ротине палăртнă тỹпеме илме, ăна тĕп вăйсем çитиччен тытса тăма приказ парать. Çурçĕр çитсен, кỹршĕллĕ подразделенисем наступление куçнипе усă курса, рота тăшмана систермесĕр çỹлелле хăпарса нимĕç траншейисем патне çитет, гранатăсем вăркăнтарать, аптăраса ỹкнĕскерсем çине тапăнать. Часах тăшман салтакĕсене тĕп туса тỹпеме илеççĕ. Хаяр çапăçура Чернов лейтенант 4 салтакпа офицера тĕп тăвать. Урса кайнă тăшман епле пулсан та Чернов ротинчен тỹпеме каялла туртса илме тĕллев лартать. Чылай вăхăта тăсăлнă хирĕç-тăрура рота нумай салтак çухатать, апла пулин те вĕсем пĕр утăм та каялла чакмаççĕ. Шăпах çак çапăçура Георгий аманать, тыткăна лекет. Тăван çĕршывăн паттăр салтакне вутра чĕрĕлле çунтараççĕ. 1944 çулхи август уйăхĕнче Георгий Николаевич паттăрсен вилĕмĕпе вилет. 1945 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче СССР Аслă Совечĕн Президумĕн Указĕпе Георгий Николаевич Чернова Совет Союзĕн Геройĕ ятпа чысланă.
Ентеше тăван тăрăхра манмаççĕ. Нĕркеç ялĕнче унăн ячĕпе хисепленекен урам пур. Ялти вăтам шкулта унăн пурнăçĕпе паллаштаракан стенд тата шкул умĕнче Георгий Николаевич Черновăн бюстне вырнаçтарнă. Кăçал вара, ентешĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, вăтам шкул стени çинче мемориал хăми вырнаçтарчĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăннă.
Иван Яковлевич Салмин, вăрçă ветеранĕ:
- Совет Союзĕн Геройне асра тытса, Георгий Черновăн паттăрлăхне манăçа кăлармасăр Нĕркеç ялĕнче 100 çулхи юбилей тĕлне мемориал хăми уçни чăннипех те пархатарлă ĕç. Эпир çеç мар, пирĕн ачасем, мăнуксем, вĕсен ачисем паттăр çынсем пирки пĕлччĕр. Çĕр çинче яланах мирлĕ тỹпе пултăр.
А.АНТОНОВА