Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр

Çул çинче çỹрекенсен те, водительсен те çав тери тимлĕ пулмалла. Правилăсене пăхăнмалла, йĕркене пăсмалла мар. Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕрĕсленин, тăтăшах рейдсемпе операцисем ирттернин витĕмĕ пысăк. Акă, майăн 6-7-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра çул-йĕр патруль службин сотрудникĕсем автомашинăпа çула тухакансене тĕрĕслерĕç. Рейд вăхăтĕнче ỹсĕр икĕ водителе тытса чарнă, явап тыттарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕ пуçарнипе майăн 13-14-мĕшĕсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче "Ỹсĕр водитель" черетлĕ рейд иртет. Эрех ĕçрĕн пулсассăн руль умне ларма юраманнине асра тытасчĕ.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
13 мая 2016
09:20
Поделиться
;