Уй-хирте
Кану кунĕсем уяр тăнăран, районти хуçалăхсен ĕçченĕсен çанă тавăрсах хирсенче ĕçлеме май пулчĕ. Майăн 12-мĕшĕ тĕлне районти нумай ял хуçалăх предприятийĕнче çураки ĕçĕсене вĕçленĕ те. Хальлĕхе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 10600 гектар çинче акнă. Çакă планпа палăртнин 91,4 проценчĕпе танлашать. Çурхи тулă 4061 гектар, 4874 гектар урпа, 1315 гектар сĕлĕ, 350 гектар пăрçа йышши культурăсем акнă. Çавăнпа пĕрлех пĕр çул ỹсекен курăксене 892 гектар çинче акнă. Çĕрулми лартас ĕç те малалла тăсăлать. Паянхи куна 600 гектар лартнă. Унсăр пуçне сахăр кăшманĕ 330 гектар, 78 гектар пахча-çимĕç, куккурус 118 гектар акнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисенчен уяр кунсемпе усă курса çитес вăхăтрах çурхи ака ĕçĕсене вĕçлеме ыйтасшăн.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ