Комсомольский муниципальный округ

Агитбригадăсен конкурсĕнче палăрнă

Майăн 14-мĕшĕнче республикăри агитбригадăсен "Ĕç çыннине мухтар" смотр-конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Финалти конкурсра районсенчи, Шупашкар хулинчи чи лайăх 11 ушкăн вăй виçнĕ. Асăннă тупăшăва районти агитбригада ушкăнĕ те хутшăннă. Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕн ĕçченĕсен ушкăнĕ (ертỹçи Галина Степанова) "Аслăрах çулхисен чи лайăх агитбригади" номинацинче III степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.



"Каçал Ен"
17 мая 2016
09:26
Поделиться
;