Комсомольский муниципальный округ

Ентеш ячĕпе - Асăну хăми

Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Георгий Николаевич Чернов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа майăн 12-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче ентеш çуралнă çурт вырăнĕнче асăну хăми уçнă. Унта Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, Нĕркеç вăтам шкулĕн педагогĕсемпе ачисем, ял çыннисем хутшăннă.

Ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Владимир Карпов асăну хăмине вĕсен çурчĕ çине вырнаçтарнăшăн, пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав тунă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ, Нĕркеç, Янкасси ялĕсен çыннисем Георгий Чернов ячĕпе асăну хăмине туса çакма тивĕçлĕ пулăшу кỹнĕшĕн Владимир Воронова тата Максим Карпова чĕререн тав тăваççĕ. Паттăр ентеш ĕмĕрех асра пултăр.



"Каçал Ен"
17 мая 2016
09:27
Поделиться
;