Комсомольский муниципальный округ

Фотоконкурса нумайăн хутшăннă

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалланă "Манăн Раççей" конкурса сăнỹкерчĕксем йышăнма пăрахнă. Чăваш Енре пурăнакансем конкурса пуринчен ытла нумай сăнỹкерчĕк тăратнă. Вĕсен ĕçĕсемпе ВСХП-2016 пресс-центрăн сайтĕнче http://www.vshp2016.ru/ е социаллă сетьсен страницисенче паллашма пулать. Чи лайăх ĕçсемшĕн майăн 31-мĕшĕччен сасăлама пултаратăр. Каярах чи лайăх 10 конкурсанта суйласа илеççĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ. Апла пулсассăн Чăваш Ен çыннисен ĕçĕсемшĕн сасăлар. Фотоконкурса июлĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.



"Каçал Ен"
17 мая 2016
09:24
Поделиться
;