Комсомольский муниципальный округ

Кашни шăнкăрав пĕлтерĕшлĕ

Майăн 17-мĕшĕнче кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери ачасен шанчăк телефонĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал асăннă кун "Доверие родителям - помощь детям" девизпа иртрĕ.

Çав кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи "Малалла пыракансем" волонтерсен ушкăнĕ "Шанчăк телефонĕ" пирки пĕлтерни - ача хăрушсăрлăхĕ патне çитерекен утăм" акци йĕркелерĕç.

Волонтерсем Комсомольскинче пурăнакансемпе хăнасене шанчăк телефонĕн буклечĕсене салатрĕç, Раççейре ачапа ашшĕ-амăшĕшĕн пĕрлĕхлĕ шанчăк телефонĕ пурри пирки каласа пачĕç. Асăннă номере астуса юлма та йывăр мар - 8-800-200-01-22.

Эсир те, хаçат вулакансем, Раççейĕпех шанчăк телефонĕ ĕçленине ан манăр. Çынсем паллах мĕн кураççĕ, мĕн илтеççĕ - çавна пĕлтереççĕ. Шанчăк телефонĕпе çыхăннă патшалăх органĕсем вара çак пĕлтерỹсене тĕрĕслесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.



"Каçал Ен"
20 мая 2016
13:15
Поделиться
;