Комсомольский муниципальный округ

Библиотека фончĕ 283 кĕнекепе пуянланчĕ

Районти тĕп билиотекăра кашни çулах "Вулавăша кĕнеке парнеле" акци йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи акци вăхăтĕнче ырă кăмăллă çынсем 283 экземпляр кĕнеке парнелеме те ĕлкĕрчĕç. Вĕсенчен уйрăмах Маргарита Индюковăна, Зоя Счетчиковăна, Зоя Каринкинăна, Елизавета Астраханцевăна, Елена Григорьевăна, Ольга Митюковăна палăртса хăварас килет.

Районта пурăнакансене пурне те ыркăмăллăх акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Эсир, кашиех ырă ĕç туса, кĕнеке парнелесе библиотека фондне пуянлантма пултаратăр. Сирĕн килте пĕрре кăна мар вуласа тухнă кĕнекесем пур пулсассăн, вĕсене районти тĕп библиотекăна илсе килсе пама пултаратăр. Кĕнекесемпе ыттисем те савăнсах паллашĕç, вуласа савăнĕç.

Ыркăмăллăх акцине кашни çулах йĕркелетпĕр, çавна май библиотека фончĕ çĕр-çĕр кĕнекепе пуянланчĕ. Куншăн, паллах, чи малтан район çыннисене тав тăватпăр.

Хаклă вулакансем, сиртен кĕнекесем кĕтетпĕр.

Л.МОРОЗОВА



"Каçал Ен"
24 мая 2016
09:47
Поделиться
;