Комсомольский муниципальный округ

Кинофестивале васкăр!

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестивалĕ пуçланчĕ. Ултă куна тăсăлакан фестиваль вăхăтĕнче республикăри 12 площадкăра 100 яхăн кинофильм курма май пур. Республика çыннисем Шупашкар, Куславкка, Çĕмĕрле хулисенче, Вăрмар, Сосновка поселокĕсенче тĕрлĕ фильмсем курса киленĕç. Конкурса хутшăнакан "Чайка" (режиссерĕ Элла Манжеева) фильма ĕнер, "Волжский" кинотеатрта курса хак пачĕç. Асăннă фильм - "Кинотавр - 2015" кинофестиваль çĕнтерỹçи. Фестивальти киносеанссем - тỹлевсĕр.



"Каçал Ен"
24 мая 2016
09:21
Поделиться
;