Комсомольский муниципальный округ

Мухтавлă летчика манмастпăр

Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Маресьев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тĕп библиотекăра Паттăрлăх урокĕ иртрĕ.

Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç (класс ертỹçи Л.И.Ефремова).

Алексей Маресьев 1916 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинче рабочи çемйинче çуралнă. 1937 çулта çар ретне тăнă, 12-мĕш авиаци погранотрядĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă.

Елена Хораськина, Раиса Сереброва библиотекарьсем Алексей Маресьевăн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен презентаци хатĕрленĕ. Пирвайхи çапăçăва вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче хутшăннă. Сывлăшри пĕр çапăçура Маресьев самолетне нимĕçсем персе антарнă. Çăлăннă летчик хамăрăннисем патне 18 талăк юр тăрăх шунă. Урисене тăм илтерсе гангрена пуçланнă пирки вĕсене касма тивнĕ. Çапах летчик парăнман. Госпитальте сипленнĕ хыççăн Марьесева Йĕпреç поселокĕнчи вĕçев шкулне янă. Паттăр шăпах çакăнта çĕнĕрен вĕçме вĕреннĕ. Летчик-истребитель тăшмана хирĕç сывлăша 86 хут çĕкленнĕ, фашистсен вунпĕр самолетне тĕп тунă.

1946 çулта Борис Полевойăн "Повесть о настоящем человеке" кĕнеки тухнă. Маресьев - унти тĕп сăнар. Ачасем Алексей Маресьев пурнăçĕпе паллашса кĕнекери сыпăксене вуларĕç, фильм пăхрĕç. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ паттăра манас марччĕ.

В.БОРОВКОВА



"Каçал Ен"
24 мая 2016
09:50
Поделиться
;