Комсомольский муниципальный округ

Музейра акци иртрĕ

Иртнĕ эрнере республикăра пур çĕрте те музей кунне йĕркелерĕç. Çавна май пирĕн районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Музейсен каçĕ" акци иртрĕ. Асăннă каçра районта Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе йĕркеленĕ "Тавтапуç сире" сăнỹкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерỹçисене Хисеп хучĕсем парса чысларăмăр. Çавăн пекех пухăннисем Элпуç ял тăрăхĕн культура çурчĕн ĕçченĕ Елена Комиссарова йĕркеленĕ мастер-класа хутшăнчĕç.

Çĕнĕ Каçалта пурăнакан Г.А. Иванова уяв ячĕпе районти музея çар тумĕсене парнелерĕ. Куншăн, паллах, пысăк тав.

А.ПОЛЯКОВА



"Каçал Ен"
24 мая 2016
09:42
Поделиться
;