Комсомольский муниципальный округ

Сирпĕнекен хатĕр курсан мĕн тумалла?

Юлашки вăхăтра хăрушсăрлăх теми тĕнчипех çивĕччĕн тăрать. Çавăнпа та "Каçал ен" страницисем урлă взрыв тăвакан хатĕрсене тупсан мĕн тумаллине пĕлтересшĕн:

- чи малтанах шиклентерекен япалана тупсассăн шалти ĕçсен органĕсен, ФСБ, ГО ЧС тата пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчерсен службисене пĕлтерме васкăр;

- асăннă япала патне çывăха ан пырăр, ăна алла ан тытăр, çывăхри çынсене те ун патне ан пыртарăр;

- шиклĕ япала çывăхĕнче хатĕре сирпĕтме пултаракан телефонпа тата радиопа усă ан курăр;

- право хуралĕн органĕсем çитессе кĕтĕр;

- шиклентерекен япала ăçта выртнине пĕлтерĕр. Çавăнпа пĕрлех сирпĕнме пултаракан япалана МВД, ФСБ, МЧС сотрудникĕсем çеç сиенсĕрлетме пултарнине ан манăр!

А.СОЛОВЬЕВА



"Каçал Ен"
24 мая 2016
09:48
Поделиться
;