Комсомольский муниципальный округ

Библиотека пуян

Районти тĕп библиотекăна 3 пине яхăн вулакан çỹрет. Вĕсем тĕрлĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашаççĕ. Çав вăхăтрах вулавăшра йĕркелекен тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Кăçалхи çул Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май библиотекăра ачасемпе аслисем валли нумай мероприяти ирттернĕ. "Кино - волшебная страна", "Человек рожден для труда" кĕнекесен выставкисем те кашни вулаканшăн интереслĕ.

Шкул ачисем тĕрлĕ мероприятисене яланах хастар хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть ял хуçалăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Нина Воронова ачасемпе викторина ирттерчĕ. Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ Л.Н. Акчуринăн тата Н.Ф. Мироновăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе те вĕренекенсем хаваспах паллашрĕç.

Ачасем çеç-и, аслăрах çулхисем те библиотекăна пушă вăхăта усăллă ирттерме тăтăшах çỹреççĕ. Кунта "Надежда", "Здоровье" клубсем ĕçлеççĕ. Вĕсем час-часах тухтăрсемпе тĕл пулаççĕ, çавра сĕтелсем иртеççĕ.

Библиотека паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен информаци центрĕ пулса тăчĕ. Пирĕн пата килсе çỹрекенсем юлашки вăхăтра пичетленнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе кăна мар, компакт-дисксемпе, видеокассетăсемпе усă курма пултараççĕ.

Районти тĕп библиотека 25 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Ача-пăчан, арçынсен, хĕрарăмсен кăмăлне каякан пичет изданийĕсем çителĕклех. Кĕнеке тусĕсемшĕн вулавăш алăкĕсем яланах уçă.

А.ВОЛКОВА,

библиограф



"Каçал Ен"
27 мая 2016
08:52
Поделиться
;